Поиск


Меню сайта


Форма входа


Календарь
«  Апрель 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930


Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0


Приветствую Вас, Гость · RSS 19.04.2024, 16:06

     


Ҫӗнӗ  ҫул пехилӗ. М.К.Смирнов. Пӳркель.


Ҫӗнӗ  ҫулпа сывлӑх сунатӑп

Сире,  юратнӑ ентешсем.

Сирӗншӗнех  вула  ҫунатӑп

Чипер, пулӑхлӑ  ял-йышсем.

 

Сунатӑп: вӑйлӑ пултӑр тухӑҫ,

Пӗрчӗ ҫитейтӗр пин пӗрчӗ,

Ҫӗршыв ҫӗклетӗр муллӑ тупӑш.

Йышлантӑр фермӑра ӗрчев.

 

Хӗл кунӗ  хатӗр пултӑр вӑрлӑх,

Ҫӗре кӗмешкӗн ҫуркунне.

Ӑна хупсах ан хутӑр пӑрлӑх

Уртса ярсан хитре тумне

 

Ҫурхи кунра ешертӗр улӑх

Хӗвел  ӑши вӑйне пухса.

Утсен ути пулайтӑр тулӑх:

Урхамахсем пуҫне ухса.

 

Ӗрӗхтерччӗр  ҫула тухсассӑн

Е акатуй пулсан  ҫулла.

Куракансем чысла пӗр саслӑн

Мухтачӗр ӑнӑҫлӑ ҫула.

 

Кӗрхи кунсем килсен кӗрлеччер

Ярмункки те туй такмакӗ.

Юратнӑ мӑшӑрмем пӗрлешчӗр-

Хывччӑр пурнӑҫ сукмакӗ.

 

Ҫӗршыв хӑватлӑхне ҫӗклеччӗр

Хастар, мухтавлӑ ӗҫ хывса.

Ачисене пӑхса  ӳстрччӗр

Пуласлӑха мала хурса.

Тăхăр ял © 2024
Ермилов Ярослав
-----
Сделать бесплатный сайт с uCoz