Поиск


Меню сайта


Форма входа


Календарь
«  Декабрь 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31


Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0


Приветствую Вас, Гость · RSS 15.12.2018, 11:45

Ирĕклĕхпе пĕртанлӑх йыхравçи.

(Тайӑр Тимкки çуралнӑранпа 125 çул çитнĕ тĕле)

Эссе

Ку чухнехи Тӑхӑръял çамрӑкĕсен пурнӑçри хӑтланӑвĕсене танлаштарса пӑхсан Шемексем шухӑрах курӑнаççĕ. Пирĕн ӱсĕмре те çапларахчĕ вӑл. Пурччĕ кикирĕкĕсене тӑратса çӱрекенсем. Кашниех вĕсем çурма тӑлӑхсемччĕ. Ашшĕсем вӑрçӑран таврӑнман. Ял хавалĕ  тетчĕç. Ҫав хавала хӑш еннелле яран вĕт? Шапӑрлансем сӑвӑсем çырнине çирĕплетсе калаймастӑп, анчах пĕр Питравкка та (ял уявĕ) вĕсем хускатнӑ тӱнккевсемсĕр иртмен тĕр. Ҫĕр çул каялла та çаплах пулнӑ пулмалла. Ирĕксĕрех куç умне Шемекре çуралса ӱснĕ Тимофеев Тимофей Семенович - Тайӑр Тимки тухса тӑрать.

         Выçӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнакан ачан ашшĕ-амĕшĕ те, килĕ-çурчĕ те пулман. Аппĕшсем хӑйсене çемье çавӑрнӑ: пĕри – Кивĕ Мертлĕре, тепри - Чакӑлтӑмра. Ялти пуп килĕнче вак-тĕвек ĕçсем туса тӑранкаласа пурӑннӑ çĕртех чиркӱ çыннипе хирĕçсе уйрӑлать те ялти вĕрентекенпе М.Демьяновпа çывӑхланать. Вĕрентекенĕн ача усрама халĕ çитмен. Вӑл ӑна Пӑва земстви урлӑ Чĕмпĕрти чӑваш шкулне вĕренме вырнаçтарать.

         Ыйткалакана яланах çил хирĕç вĕрет тенĕ. 1905-мĕш çулта Тимка вĕренекен класса чарусӑр тесе шкултан хӑвалаççĕ. Хӑвалаканĕ – шкул директорĕ. Ачасен ӱпкевĕсем, çиллисем пĕтĕмпех ун çине ӱкеççĕ. Ҫак ĕçе вӑл чӑваш шкулне хупса хурасран сыхласа хӑварассишĕн тунине ачасем шута илеймеççĕ. Тавӑрма хатĕрленеççĕ. Анчах пĕчченшерĕн ним тума та çук. Вĕрентӱрен уйӑрнисем майĕпен Хусана пуçтарӑнаççĕ. Вĕсене кунта Н.В.Никольский хӑйĕн çуначĕ айне илет. Тимккана та типографире ĕç тупса парать, хӑйĕн хваттирĕнче усрать. Хусанти пĕрремĕш чӑвашла хаçатӑн редакторĕ И.Я.Яковлев ура хунӑ чӑвашсене хӑй патне пуçтарни çинчен сӑмах пымасть кунта, чӑваш çырулӑхĕн, литературин, культурин, çавсемпе пĕр тан революции юхӑмĕн Атӑл тӑрӑхĕнче тепĕр путмӑрĕ пулни çинчен çех систерсе хӑварас килет.

         Тайӑр Тимки Хусана пырса çитнĕ тапхӑрта (Юпа уйӑхĕ 1905-мĕш çул) хулана пичетçĕсен пӑлхавĕ кисретнĕ. Хулари власть виçĕ куна халӑх аллине куçнӑ. Ҫак пулӑмӑн ахрӑмĕ Тимккан сӑввисенче те палӑрать. Вӑл çĕнĕ çынсемпе çывӑхланать, пĕр пек шухӑшлӑ юлташсемпе паллашать. Ҫавсенчен пĕри халӑх ирĕклĕхĕшĕн кĕрешме тупа тунӑ Николаев-Хури пулнӑ. Тĕллевсем пĕр пек: самодержавие сирпĕтмелле, халӑха вӑратмалла. Малтан, йыхравлӑ сӑвӑсенче:

Ҫитрĕ пире тертленме!

Пурте пĕрле пухӑнар.

Тĕрлĕ харампырсене

Ĕнсе çинчен пӑрахар.

пек йĕркесем çуралаççĕ. Каярах:

Атьӑр, тӑвансем, ан хӑрӑр,

Хамӑр çĕршĕн тӑрӑшар.

Уншӑн çапӑçса вилер!

е тата ытларах:

Ырлӑха вӑрçса илер!

– пек пĕтĕмлетӱсем тӑвать поэт. Чĕнсе каланисем «Хыпар» хаçат урлӑ халӑхра саланаççĕ. Анчах Хусан жандармĕсем те çывӑрмаççĕ. 1907-мĕш çулхи Ҫу уйӑхĕнче Тайӑр Тимки Алла илĕнет. Шухӑ сӑвӑспен тетрадĕ те, типографирен вӑрланӑ шрифтсем те полиции аллине лекеççĕ. Суд ӑна Нарым енне ссылка яма тӑвать. Лере камсем ларнӑ тетĕр? Халӑхри пӑлхав юхӑмне кĕвелĕк кĕверекенсем: Я.Свердлов, В.Куйбышев, А.Иванов, В.Косарев пек пӑлхавӑрçӑсем. Вĕсем, Тимка пек вĕри юнлӑ çамрӑксене витĕм кӱмен тесен пĕрте шанас килмест. Каторга – революционерсемшĕн тĕп университет шутланнӑ. 1911-мĕш çулта, Сибирьтен Тӑхӑръяла Тайӑр Тимкки пысӑк ĕмĕтсемпе таврӑнать. Тӑван кĕтесĕнче те тӑватӑ çулта пысӑк улшӑнусем пулса иртнĕ иккен. Сĕтпе пиçсен турӑхне те вĕрсе хыпӑн тенĕ пек Кивĕ Мертлĕри «Курак» та, В.Кондратьев вĕрентекен те, Кушкӑри М.Демьянов та Тимккана хапӑл тӑвасшӑн мар. Революции çулĕсенче халӑх ĕçне хутшӑннӑшӑн вĕсене пайтах терт тӱсме тивнĕ мар-и?

         Ҫапкаланчӑк пек курӑнас мар тесе Тимка ӑшӑ енне ĕçе тухса каять. Унта тимĕр çул çинче ĕçлекенсен пӑлхавне хутшӑнать. «Кайрӑм Кавказа, килтĕм шаккаса» çаврӑм вӑл çулсенче ӑнӑçсӑр ĕç шыракансен юрри пулнӑ. Тайӑр Тимки те кайĕлле Кивĕ Мертлĕри йыснĕш килне таврӑнать. Анчах нумая мар. Ун чух таврари ял чӑвашĕсем ĕç шыраса шахтӑсене çӱренĕ пулнӑ. 1914-мĕш çулта, çавсен пĕр ушкӑнне ерсе Тимка та Донбасса çитет.

         Пĕрремĕш тĕнче вӑрçи пуçлансан Тимккана çара илеççĕ. Хĕсметре пĕрле пулнӑ ентешĕсем каласа хӑварнӑ тӑрӑх, çĕнĕлле пурнӑçшӑн агитаци тунӑшӑн ӑна строй умĕнчех персе вĕлернĕ имĕш. Ҫакна çирĕплетекен нимĕнле хут та çук. Вӑрçӑ пынӑ вӑхӑтра пайтах çынна çавӑн пек шӑпа кĕтнĕ. Эпир вĕсен ячĕсене çех пĕлместпĕр. Тайӑр Тимккине – пĕлетпĕр, астӑватпӑр. Мĕншĕн тесен вӑл сӑвӑсем çырнӑ, пичетленнĕ, халӑх асĕнче юлнӑ.

         Историе класс кĕрешĕвĕсем урлӑ çутатнӑ çулсенче Тайӑр Тимкин пултаруллӑхне пĕр енлĕ, большевиклантарса кӑтартас йӑла пурччĕ, паян эпир ӑна кӑштӑ урӑхларах йышӑнатпӑр. Ирĕклĕх сӑвӑçи пек ӑнланатпӑр, пире вӑл хӑш ушкӑнра пулни пĕлтерĕшсĕр. Сӑввисенчи ирĕклĕхпе пĕртанлӑх теми кивелмест пулмалла. Кĕвĕленĕ сӑмахсен хӑватне шанса, пусмӑра хирĕç кĕрешĕве тухнӑ сӑвӑçӑн ĕçĕсем яланах халӑх асĕнче. Унӑн ятне çӱле çĕклес ĕçре ентешĕ К.К.Петров пысӑк пай кĕртрĕ. Тайӑр Тимки пултаруллӑхне сарас тĕлĕшпе Н.Н.Дворов-Шемексем поэт сулмаклӑ ĕçсем илсе пырать. Тайӑр Тимккин сӑнарĕ унӑн сӑввисенче те анлӑ вырӑн йышӑнать. Шемекле шухлӑх сисĕнсе тӑрать вĕсенче.

         Тайӑр Тимккин ентешĕсем, вӑл çуралнӑранпа 125-çул çитнине асӑнса шкул çурчĕ çине асӑну хӑми вырнаçтарма хатĕрленеççĕ. Ҫамрӑк ӑру Тайӑр Тимкки сӑвӑçа пĕлмеллех.

 

 

А.Малышев

Тăхăр ял © 2018
Ермилов Ярослав
-----
Сделать бесплатный сайт с uCoz